Шупашкарта ҫӗнӗ автобуссен хӑтлавӗ иртнӗ. Вӗсем газомоторлӑ топливӑпа ӗҫлеҫҫӗ.
Хӑтлав Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче пулнӑ. ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов палӑртнӑ тӑрӑх, республика ҫутҫанталӑк газӗпе ӗҫлекен техникӑна туянас енӗпе федераци программине хастар хутшӑнать. Ку – автотранспорта аталантармалли лайӑх мел.
Кӑҫал кунашкал автобуссене туянмашкӑн республика хыснинчен 21 миллион ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Ку транспорт укҫа-тенке перекетлеме май парать. Ҫулталӑкне кашни автобус 500 пин тенкӗ сахалрах тӑкаклать.
Сӑмах май, программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа 41 автобус туяннӑ. 2013 ҫулта – 18, 2014-2015 ҫулта – 23 автобус илнӗ. Кунашкал автобуссем пассажирсене илсе ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ.
Кӑҫал «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, артистсене Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче чысланӑ.
Кӑҫал чыслав Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Конкурса кашни ҫулах ҫӗнӗлӗх кӗртеҫҫӗ. Кӑҫал артистсене жюри пайташӗсем мар, ахаль ҫынсем дипломсем тыттарнӑ.
«Эпизодри чи лайӑх роль» номинацире Сергей Алексеев ҫӗнтернӗ. Вячеслав Оринов ачасем валли чи лайӑх спектакль лартнине палӑртнӑ («Недоросль»).
«Чи лайӑх спектакль» номинцире Валерий Яковлевӑн «Константин Иванов» постановки ҫӗнтернӗ. Унта тӗп роле вылякан Валерий Карпов «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» номинцире мала тухнӑ.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артистки Оксана Ананьева «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире мала тухнӑ. Ӑна ҫак ята «Безымянная звезда» спектакльте Ятсӑр хӗрарӑма калӑпланӑшӑн панӑ.
«Чи лайӑх сценографи» номинацире никама та палӑртман. «Спектакльти чи лайӑх музыка» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫине тухнӑ «Муха-Цокотуха» спектакле илемлетнӗ Андрей Галкин композитор ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Константин Яковлев профессилле ӳнер ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ.
«Профессилле ӳнер. Ӗнер. Паян. Ыран» ят панӑ ҫавра сӗтеле йыхравланисемпе Константин Геннадиевич официаллӑ мар лару-тӑрура — чейпе хӑналанӑ тата хӑналаннӑ май — калаҫнӑ.
Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ, культурӑпа ӳнерти паллӑ ӗҫченсемпе — артистсемпе, ҫыравҫӑсемпе, художниксемпе — сӑмахланӑ май министр тивӗҫне пурнӑҫлакан К. Яковлев кашни ҫын культура пӗлтерӗшне ӑнланса илтӗр тесе тимлемеллине палӑртса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл: «Эпир хамӑр культурӑна парса хӑварассишӗн республика, ҫамрӑк ӑру умӗнче яваплӑ», — тесе каланӑ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин кунӗсем иртмелле.
Пӗрремӗш кунӗнче театр куракана Г. Хирпӳн «Нарспи» поэмипе савӑнтарӗ. 2015 ҫулта иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн конкурсӗнче опера харӑсах темиҫе наградӑна тивӗҫнӗччӗ. Сетнер сӑнарне калӑплакан Пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Сергей Кузнецов, акӑ, «Чи лайӑх арҫын ролӗ» ята илнӗччӗ, Нарспие вылякан Надежда Степанована чи лайӑх дебютшӑн хавхалантарнӑччӗ.
Ф. Васильевӑн «Сарпике» балетне курма пушӑн 13-мӗшӗнче йыхравлаҫҫӗ. Ку спектакле, театрта ӗҫлекен Мария Митина ӗнентернӗ тӑрӑх, Чулхула облаҫӗнче иртнӗ «Болдинская осень-2014» (чӑв. Болдинӑри кӗр) фестивальте, 2012 ҫулта Ӗпхӳри Чӑваш Енӗн кульутра кунӗсем иртнӗ чух куракансене тыткӑнланӑ. Ф. Васильевӑн тепӗр ӗҫне, «Шывармань» оперӑна пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче лартӗҫ.
Тутарстанӑн культура пурнӑҫӗнче Федор Шаляпин фестивалӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Унти М. Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет академи патшалӑх театрӗнче ӑна асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗ Рауфаль Мухаметзянов пуҫарнипе 1982 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Фестивале тӗрлӗ ҫулсенче Мария Биешу, Любовь Казарновская, Анатолий Кочерга, Сергей Лейферкус, Паата Бурчуладзе, Ильдар Абдразаков, Хибла Герзмава, Дмитрий Хворостовский, Рене Папе, Мельба Рамо тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шаляпин фестивалӗн ярӑмне Мускаври пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче те йӗркелеме тытӑннӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет вӑл унта. Фестивале ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ольга Нестерова ертсе пыракан симфони оркестрӗ те хутшӑннӑ. Пирӗн оркестрпа Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Михаил Гужов, Владимир Кудашев тата Пысӑк театрти Руслан Розыев, Украинӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Агеев, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Бранислав Ятич (Серби), Руслан Розыев (Бельгии), Дмитрий Григорьев (Мускаври «Русская опера» (чӑв. Вырӑс опери) театр), Олег Бударацкий (Екатеринбург) юрланӑ.
Ӗнер Чӑваш Енри артистсем йӑлана кӗнӗ капустника пуҫтарӑннӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ.
Актер капустникӗсен Сурхури каҫӗ — ҫулсерен йӗркелекен савӑнӑҫлӑ мероприяти. Ун вӑхӑтӗнче артистсем пӗр-пӗринпе пухӑнса савӑнаҫҫӗ.
Ӗнерхи хаваслӑ тӗлпулура вӗсене Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Геннадий Медведев саламланӑ. Артистсене культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев малашне те пултаруллӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Тата вӑл вӗсене чуна парса пурнӑҫлакан ӗҫшӗн тав тунӑ.
Уява халь ӗҫлекен артистсемсӗр пуҫне сцена ветеранӗсене те йыхравланӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхлӗ ҫемйи» фестиваль иртӗ. Курава тата концерта Шупашкарти пултарулӑх ушкӑнӗсем тата республикӑри наци культурин пӗрлӗхӗсем хутшӑнӗҫ.
Уяв программи Хӗрлӗ лапамра та иртӗ. Ҫавӑн пекех Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн вулавӑшсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Шкулсенче вара патриотлӑх концерчӗсем иртӗҫ.
Хула администрацийӗнче халӑха хӗлле мӗнле кантармалли пирки те шутлаҫҫӗ. Конькипе тата йӗлтӗрпе ярӑнассине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Хоккей лапамӗсене нумайлатма та палӑртнӑ.
Хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнмалли 17 йӗре хута ярӗҫ. Вӗсем Берендей вӑрманӗнче тата Атӑл леш енче те пулӗҫ. Леонид Черкесов йӗлтӗр йӗрӗсене шкул стадионӗсенче те тумаллине каланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче опера фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл 25-мӗш хут иртӗ. фестивале чӳк уйӑхӗн 20–29-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ.
Фестиваль Гаэтано Доницеттин «Любовный напиток» оперипе уҫӑлӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче курма май пулӗ.
Чӳкӗн 25-мӗшӗнче Джузеппе Вердин «Бал-маскарад» опери сцена ҫине тухӗ. Унта Мускаври чи лайах солистсем юрлӗҫ. Ричард сӑнарне Пысӑк театрӑн тенорӗ, петӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Максим Пастер калӑплӗ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче классика курма май пулӗ. Вӑл — «Четыре короля оперной сцены». Контратенорӗ — Василий Хорошев, тенорӗ — Георг Эннарис, баритонӗ — Владимир Целебровский, басӗ — Олег Бударацкий.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Чулхула артисчӗсем тухӗҫ. Вӗсем кӑҫал Моцртӑн «Так поступают все» оперине кӑтартӗҫ.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче гала-концертра ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври ҫӗнӗ ҫӑлтӑрсем сцена ҫине тухӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: раштавӑн 2-мӗшӗнче театр артисчӗсем Пӑрачкавра пулӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем — Мускавран. Артистсем Мускаври Галина Вишневская ячӗллӗ колледжран вӗренсе тухнӑ та Шупашкара ҫул тытнӑ.
Оперӑпа балет театрне тӑватӑ каччӑ килнӗ. Труппӑра шӑпах йӗкӗтсем ҫитмен. Вӗсемпе пӗрле Элеонора Чалигова балерина та килнӗ. Театрта кун пек балет труппи тахҫанах пулман.
Шупашкара ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑксем пурте тенӗ пекех Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Алексей Рюмин ҫеҫ Тулӑран.
Вӗсене Мускавра та ӗҫлеме чӗннӗ-мӗн. Анчах вӗсем Шупашкарпа паллашсан, оперӑпа балет театрне ҫитсен кунтах юлма шутланӑ. Кунсӑр пуҫне колледж педагогӗсем те вӗсене Шупашкара суйлама сӗннӗ. Ара, кунта иртекен балет фестивалӗ пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ-ҫке.
Мускавран килнӗ артистсен ӑсталӑхӗ пысӑк. Вӗсене сцена ҫинче тӗп партисене шанса панӑ. Апла, вӗсем Чӑваш Ен ҫыннисен кӑмӑлӗсене каяҫҫех.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнӗн халӑхне концертсем малалла савӑнтараҫҫӗ. Вӗсене артистсем лартаҫҫӗ. Районти хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗнче «Дуняша-стайл» фолк-ушкӑн, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солисчӗсем концерт лартнӑ ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть Аксарин ял тӑрӑхӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем пулнӑ. Районта пурӑнакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ку тӑрӑхра кунашкал концертсем халӗччен пулман. Ҫавӑнпа халӑх мероприятие хаваспах пынӑ.
Аксаринсем патне ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та ҫитнӗ. Ытти тӳре-шара та аксаринсене хӑйне евӗр ҫакнашкал уявпа саламлама пынӑ. Вӗсем кунашкал мероприятисем халӑха туслаштарнине, ҫын кӑмӑлне пуянлатнине палӑртнӑ.
Аксаринсем концерт тӑршшӗпех сцена ҫинче мӗн пулса иртнине куҫ илмесӗр сӑнанӑ. Вӗсем ҫакӑн пек концертсем ирттернӗшӗн питӗ савӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |